Тĕрĕк чĕлхисене компьютера хывса тĕпчессине халалланă «Turklang 2019»
Хисеплĕ ĕçтешсем!
Эпир сире çакна савăнса пĕлтеретпĕр: Тĕрĕк чĕлхисене компьютера хывса тĕпчессине халалланă «Turklang 2019» пĕтĕм тĕнчери конференци 2019 çулхи юпан 3–5-мĕшĕсенче Симферопольте (Крым Республики, РФ) иртет.
Конференци ĕçĕн енĕсем:
- Тĕрĕк чĕлхисем валли формальлĕ модельсем
- Компьютер системисен наци локализацийĕ тата терминологи
- Тĕрĕк чĕлхисен электрон корпусĕсем
- Текстсене морфологипе синтаксис енĕпе тишкермелли системăсем
- Калаçăва пĕлмелли тата синтезламалли системăсем
- Текстсене семантика тĕлĕшĕнчен тишкермелли системăсем
- Машина куçарăвĕн системисем
- Тĕрĕк чĕлхисене тата ют чĕлхесене вĕренмелли интеллект системисемпе технологисем
- Тĕрĕк чĕлхисем валли лингвистика онтологийĕсем
- XXI ĕмĕрти ăслăлăхсен контекстĕнчи социолингвистика тĕпчевĕсем
Тĕп датăсем:
Статьясен аннотацине тăратни: | утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен. |
---|---|
Статьясен тулли тексчĕсене тăратни: | авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен. |
Резензи результачĕсене çитерсе пани: | авăнăн 20-мĕшĕ |
Конференци программине пичетлесе кăларни: | 25-мĕшĕччен |
Проведение конференции: | юпан 3–5-мĕшĕсем |